«Газпром межрегионгаз Чебоксары» общество пресс-конференци ирттерсе газ парӑмӗ пирки калаҫнӑ. Журналистсем парӑма кӗрсе кайман-ха, ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисем тата муниципалитетсем газшӑн вӑхӑтра тӳлессишӗн хыпсах ҫунмаҫҫӗ иккен.
Общество пуҫлӑхӗ Кияметдин Мифтахутдинов газ парӑмӗ республикӑра 2 млрд тенке ҫывхарнине пӗлтернӗ.
«Ытти ҫул ҫулла парӑм чакатчӗ. Кӑҫал вара сахалланма мар, ӳссе кайрӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне парӑм 1,87 млрд тенке ҫитрӗ», – тенӗ Кияметдин Мифтахутдинов. Вӑрнар, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар районӗнсенчи тата Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче организацисен парӑмӗ уйрӑмах пысӑк-мӗн.
Пуян мар Улатӑр, Элӗк, Йӗпреҫ районӗсем парӑмсемпе татӑлнӑ, тупраллӑ Вӑрнар районӗ «Газпромом» умӗнчи парӑма ҫулталӑкра 7 млн ӳстерсе 18,8 млн. тенке ҫитернӗ. Куславкка парӑмӗ — 31 млн. Улатӑрпа Канаш та тӳлев виҫине пысӑклатса янӑ.
ЧР Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫапла пӗлтернӗ: Ҫӗнӗ Шупашкар хулипе Муркаш районне «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» программӑран кӑларма пултараҫҫӗ. Мӗншӗн? Ҫул-йӗре вӑхӑтра туса пӗтерейменшӗн.
Проектпа килӗшӳллӗн, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Шупашкар тата Муркаш районӗсенчи 119 ҫул ҫинче юсав ӗҫӗсем пынӑ. Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗ тӗлне 31 ҫул ҫинче ҫеҫ ӗҫ вӗҫленнӗ. Уйӑрнӑ 1,2 миллиард тенкӗрен 517,2 миллион тенкине кӑна тӑкакланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Муркаш районӗнче ҫулсене вӑхӑтра туса пӗтермесен те пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа Иван Моторин унти подрядчиксене васкатать, ҫулсене юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Асӑнна муниципалитетсем хушнине пурнӑҫламасан вӗсене программӑран кӑларӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Чӑрашкассинче хӑйне евӗр конкурс иртнӗ. Ҫамрӑксем ҫӳп-ҫапран хӑйсем валли костюм ҫӗленӗ, унпа сцена ҫине тухнӑ.
«Ҫӳп-ҫапран – мода» ятлӑ конкурс авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑрӑшкассинчи культура ҫуртӗнче иртнӗ. Унта сакӑр ҫамрӑк дизайнер хутшӑннӑ.
Конкурсҫӑсем хутран, пластикран, пленкӑран, хаҫатран тата ҫӳп-ҫапа ывӑтмалли ытти япаларан костюм ҫӗленӗ. Модельерсем пурте тӑрӑшса хатӗрленнӗ.
Жюри пайташӗсем чи илемлӗ тума ниепле те суйлайман. Ара, пурте илемлӗ пулнӑ-ха та. Ҫавна май кашни конкурсҫа диплом тата пылак парне парса савӑнтарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра «Никита Бичурин ‒ тӗнче, аталану тата халӑх туслӑхӗн элчи» регионсем хушшинчи пӗрремӗш семинар-пленэр уҫӑлнӑ. Ӑна Китай тӗпчевҫи ҫуралнӑранпа 240 ҫул ҫитнине халалланӑ. Пленэра ирттерме музей Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне, 100 пин тенке, ҫӗнсе илнӗ.
Семинар-пленэра музей пуҫлӑхӗ Ирина Удалова тата Раҫҫейри дизайнерсен канашӗн пайташӗ, Чӑваш Енри ҫак организацин правленийӗ ертӳҫи Александр Астраханцев ертсе пыраҫҫӗ.
Унта куҫӑнсӑр майпа ытти регионти ҫынсем те хутшӑнаҫҫӗ: Ӗренпурти патшалӑх университечӗн доценчӗ Динара Туйсина, Чуллӑ ҫырти Александр Максимов, Питӗрти Ирина Солянова дизайнерсем тата Ӗренпурти патшалӑх университечӗн архитектурӑпа строительство факультечӗн дизайн кафедрин студенчӗсем.
Чӑваш Енри виҫӗ муниципалитета 10 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫа чи лайӑххисене ҫеҫ тивӗҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, пӗлтӗр пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ муниципалитетсене. Постановление ЧР Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, гранта Ҫӗмӗрле хули, Шупашкар тата Патӑрьел районӗсем тивӗҫнӗ. Вӗсем вырӑнти хӑйтытӑмлӑх управленийӗн ӗҫӗ-хӗлӗнче чи лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ.
Хула округӗсен пӗрремӗш ушкӑнӗнче Ҫӗмӗрле хули палӑрнӑ. Ӑна 1,7 миллион тенкӗ парӗҫ. Муниципалитет районӗсен хушшинче Шупашкар районӗпе Патӑрьел районӗ ҫӗнтернӗ. Вӗсене 4,1-шар миллион тенкӗ тивӗҫӗ.
Паян Чӑваш Енре «Космос открытки» республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Акцие Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ Андриян Николаев летчик-космонавт космоса вӗҫнӗренпе 55 ҫул ҫитнине тата чӑваш ятне тӗнчене ҫӗкленӗ енешӗмӗрӗн Шуршӑлти комплексне уҫнӑранпа 45 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурса Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчи тата Шупашкарти 3 ҫултан пуҫласа 65 ҫулчченхи 87 ҫын хутшӑннӑ.
Шупашкарти 20-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен 16 ҫулти Арина Кузьмина ӗҫне тӳресем уйрӑмах пысӑка хурса хакланӑ. Ӑна тӗпе хурса почта открытки хатӗрлӗҫ. Маттур ачана тата лайӑх ӗҫ тесе йышӑннисене паян Шуршӑлти СССР летчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн мемориал комплексӗнче чысланӑ.
Шупашкар районӗнчи Питтукасси ялӗ патӗнчи йӑлари хытӑ каяшсен вуншар ҫул тултарса пынӑ вырӑнне йӗркене кӗртме тытӑннӑ. Ӗҫе ҫак уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вунӑкунлӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче пуҫланӑ.
Федераци укҫипе ӗҫе пурнӑҫлакана палӑртасси малтанласа йывӑррӑн пулса пынине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсе тӑнӑччӗ. Ӗҫе юлашкинчен «Автодор» предприятие шанчӗҫ. Ун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Правительствин канашлӑвӗсенчен пӗринче хурласа калаҫнине сайтри хыпарсене вуласа тӑракансем астӑваҫҫех пулӗ. Апла пулсан та конкурс ҫӗнтерӳҫи, «Автодор», ӗҫе кӳлӗннӗ. Питтукасси патӗнчи тӑрӑма ӗнер хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тӗрӗсленӗ. Вӑл унта ӗҫлекен техника шутне икӗ хут ӳстерме чӗнсе каланӑ.
Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музей паллӑ ӑсчах ҫуралнӑранпа 240 ҫул ҫитнине халалласа семинар-плэнер ирттерӗ. Регионсен хушшинчи мероприятие ирттерме ЧР Элтеперӗн гранчӗ пулӑшӗ. Музей 100 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ.
Музей ку енӗпе маттур. Вӑл темиҫе хутчен те грант ҫӗнсе илнӗ. Ҫак укҫа-тенкӗ пулӑшнипе тӑватӑ чӗлхеллӗ аудиогид тытӑмне йӗркеленӗ, парка хӑтлӑлатнӑ.
Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче семинар-плэнер пӗрремӗш хутчен иртӗ. Ун чухне ӑсталӑх класӗсем, куравсем йӗркелӗҫ, дизайн-проектсем кӑтартӗҫ.
Мероприятие паллӑ ӳнерҫӗсем, студентсем, шкул ачисем хутшӑнӗҫ. Хальлӗхе Мари Элтан заявка килнӗ. Тутарстанран та килес шухӑшлисем пур. Семинар вӑхӑтӗнче ӳнерҫӗсем Бичуринпа ҫыхӑннӑ картинӑсене ҫеҫ ӳкерӗҫ.
Youtube видеохостингра Муркаш районӗнчи Кашмашра пурӑнакансем «Беспредел в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри йӗркесӗрлӗх) ятпа видеочӗнӳ пичетленӗ.
Унта ҫапла каланӑ: «Хисеплӗ Владимир Владимирович! Пирӗн ялта, Кашмашра, малтанхи шкул кивӗ пирки ҫӗннине тӑвас ыйту ҫивӗч тӑрать. Ӑна тума 2015 ҫула палӑртнӑччӗ. Анчах патшалӑх программине саккуна пӑсса улӑштарнӑ: укҫа-тенкӗ уйӑрассине пӑрахӑҫланӑ, укҫана Чӑваш Ен Элтеперӗн тӑван ялӗнчи шкула тума янӑ. Вӑл шкула тӑвасси малтан нимле программӑра та пулман. Халӗ влаҫ органӗсем ҫӗнӗ шкул тӑвас вырӑнне ӑна пуҫӗпех хупасшӑн. Сире эпир юлашки шанчӑк, Раҫҫей Федерацийӗн шантаруҫи тесе Чӑваш Енри йӗркесӗрлӗхе чарма ыйтатпӑр!», – тенӗ видеочӗнӳре.
Кунта калани ҫумне ҫакна хушса калама пулать: шкула Михаил Игнатьев тӑван ялӗнче мар, Янӑшра туса лартнӑ. Янӑшри малтанхи шкул сакӑр класc вӗренмелӗх ҫеҫ тата вӑл пӗчӗк те кивӗ пулни паллӑ. Унта халӗ таврари ялсенчи, ҫав шутра Мамӑш енчисем те, савӑнса вӗренеҫҫӗ.
Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ ВСМ-2 чукун ҫул Чӑваш Республикинчи икӗ Улӑп тӑприне тата пӗр Киремет картине тӗп тума пултарӗ. Мускавпа Хусана ҫыхӑнтарма палӑртнӑ ҫул валли хатӗрленӗ проектпа килӗшӳллӗн вӑл Шупашкар районӗнчи Пикшик тата Мамка ялӗсем патӗнче вырнаҫнӑ Улӑп тӑприсем тата Шӗнерпуҫ патӗнчи Киремет карти урлӑ иртмелле иккен. Кӑна Раҫҫей Ӑслӑлӑх академийӗн археологи институчӗн ӑсчахӗсем тупса палӑртнӑ. Чукун ҫула тӑвас умӗн ку палӑксемпе мӗн тумалли пирки халь пуҫ ватаҫҫӗ.
Шӗнерпуҫ патӗнчи Киремет карти вӑл вырӑнта пин ҫул ытла пулнӑ теҫҫӗ, унӑн лаптӑкӗ 10 пин тӑваткал метр. Археологсем кунта кӗлӗ вырӑнӗсене, чӳк тумалли чулсене тата ытти артефактсене тупса палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |